cookie

We use cookies to improve your browsing experience. By clicking «Accept all», you agree to the use of cookies.

avatar

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @larisacherbay

Show more
Tajikistan1 397The language is not specifiedNews & Media35 257
Advertising posts
2 031
Subscribers
+124 hours
+27 days
-130 days

Data loading in progress...

Subscriber growth rate

Data loading in progress...

Photo unavailableShow in Telegram
❗️Канмалли кунсенче ăçта каймалла? ✅«Çеçпĕл» кинозалта пĕрремĕш хут урамри кинофестиваль иртет. ✅Шăматкун каçине кинематографи тĕнчине лекме хатĕр-и? Экран çинче Раççĕйре пĕлтĕр ÿкернĕ кĕске метражлă фильмсене кăтартĕç. Фестиваль 17 сехетре пуçланать. Вал 2 сехет пырать. Тÿлевсĕрех кĕртеççĕ.
Show all...
👍 4👏 3💯 1
Photo unavailableShow in Telegram
🤣Шÿтеççĕ — Чиперкке, миçе килограмм таятăн? — 60. — Вау! Пĕр килограмĕ тепринчен хитререх!
Show all...
😁 5❤‍🔥 1
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Ыран Мускав çыранĕнче Нацисен кросĕ пулать. ✅Вăл 2004 çултанпа «Спорт - пурнăç йĕрки» наци проекчĕ шучĕпе иртет. Ун ятĕнче «кросс» сăмах пур пулин те, мероприяти стадионра е шоссе çинче иртет. Кашни лапамрах тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, арçынсемпе хĕрарăмсем валли темиçе дистанци пур. ✅10 сехетре кросса килекенсене регистрацилеме тытăнаççĕ. ✅11:30 – 11:20 сехетре мероприяти официаллă майпа уçăлать. ✅12 сехетре старт пулать.
Show all...
👍 6 1🏆 1
Photo unavailableShow in Telegram
ПОЭЗИ ТӖНЧИ Кӗрхи ҫулҫӑсем Паян кунӗпех урамра ҫулҫӑсем ҫунтараҫҫӗ, Ҫунаҫ иртнӗ ҫу кунӗсем кӑвайтра. Кӗрхи ҫумӑрпа юлашки чечексем макӑраҫҫӗ Ҫурхи кунсене ас илсе ватлӑхра... Хавас кайӑксем кӑнтӑра тахҫанах вӗҫсе кайнӑ, Таҫта ҫеҫ пӗрин илтӗнет пек юрри. Мана кӗркунне иртнине ас илмешкӗн асаплӑ - Сарать кавирне ман ума вӑл юри. Кавир ҫулҫисем - манӑн кун пулнисем - ӳксе пӗтнӗ, Пӑхаҫҫӗ аран ман ҫине ас илме... Анчах та пӗрех каялла тавӑрма ӳкӗтлемӗп - Иртни паянпа нихҫан пулмӗ пӗрле. Владимир Андреев.
Show all...
7👍 6
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Патăрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Светлана Кулаковӑн пахчинче кавӑн ӑнса пулнӑ. "Ӑнса пулнӑ кавӑн, апла пулсан савӑн!" - тет маттур пахчаҫӑ.
Show all...
🔥 9👍 5
Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Халăх календарĕпе паян Лука кунӗ. ▶️ Лука кунӗнче типсе ҫитнӗ сухана ҫыхӑ туса ҫакнӑ. Кил-ҫурта сухан ҫыххи усал-тӗселтен, чир-чӗртен сыхлать тенӗ. ▶️ Лука кунӗнче кивҫен пама юрамасть. ▶️ Тупӑш шутлама, мӗн пуррипе мухтанма юраман паянхи кун - ҫука юлан тенӗ. ▶️ Лука кунӗнче "карчӑк ӑшши" вӗҫленет тенӗ. ✅️ Халăх сӑнанинчен: - Чие ҫулҫи халӗ те тӑкӑнман - хӗлле ӑшӑ пулӗ. - Кайӑксем ҫӳлте вӗҫеҫҫӗ - ҫанталӑк халех сивӗтмӗ. ✅️ Василий, Григорий, Александр, Михаил, Макар, Николай, Евгений, Лев, Петр, Иван, Степан, Андрей ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ. ✅ Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Show all...
👍 7 3
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен! ✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа ҫумӑр ҫуса иртет. Сывлӑш температури +13 градусран пуҫласа +18 градус таран пулать. Ҫил ҫурҫӗртен тӳлек вӗрет. Атмосфера пусӑмӗ: 758 мм. Сывлӑшри нӳрӗк: 75 %. Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Show all...
👍 9 2
Photo unavailableShow in Telegram
ПОЭЗИ ТӖНЧИ Хӗрарӑм хӗресӗ - Хитрелӗх-хӑват. Хӗвел питӗнче хӗлле те хӗмлен. Хаярлӑх хӑшкать-и, хӗрхӳ-и хӗвре - Хӑвна ху хӑварччӗ хӑмач пек хитре. Хӑратӗ-и хуйхӑ - хӑвна хӳтӗле, Хуҫасшӑн хӗн-хур - хӑтартӑр Хуҫа. Хӗвел, тен, хушать-и хавха-хӗпӗртев, Хаваслӑх валли хатӗрлет хутаҫҫа. Хапхан хӑлӑп ҫук-тӑк - хапи ҫеҫ. Хавшак Хунав та хура ҫӗр хывмасӑр, хӑрать. Хатар пек хуп-хӑйӑр кӑна тӑк хысак, Хӗлхемсӗр хӗр-арӑм та - хӑрхӑм, хытать. Хӑравҫӑ марах тӑк хӗс куҫ, хыпалан: Хушмалӑх хӗрӳлӗх хайлав халалла. Ханттар ан пулах, хӳтӗле хӑлатран, Хӑвах хӑпартланӑн. Хӑйсах хӑмӑтла. Тавтограмма авторӗ - Ирина Иванова.
Show all...
👍 7 7🔥 2
Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Халăх календарĕпе паян Михаил Архангел кунӗ. ▶️ Паянтан тӑм ӳкме тытӑнать, ҫӗр шӑнать тенӗ. ▶️ Тӗрлӗ сӑлтава пула вӑрҫӑнса кайнӑ ҫынсен Михаил Архангел кунӗнче мирлешмелле. Чунри йывăрлӑха тинех ирӗке кӑларма вӑхӑт. Тус-тӑванпа тӗл пулнине нимӗн те ҫитмест. ✅️ Халăх сӑнанинчен: - Михала кунӗнче ӑшӑ - сивӗсем часах килмӗҫ. - Ирпе тӗтре карса илнӗ - кунӗ уяр та ӑшӑ пулӗ. - Кӑмпа нумаййи хӗлле юр нумай ҫӑвасса систерет - Хурӑн ҫулҫи халӗ те симӗсех - хӗл ир ларӗ, ҫуркунне те ир килӗ. ✅️ Кирилл, Михаил, Макар, Фекла, Архип, Константин, Денис, Дмитрий, Иван, Всеволод, Андрей, Давид ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Show all...
👍 10 3
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен! ✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа ҫумӑр ҫуса иртет. Сывлӑш температури +13 градусран пуҫласа +18 градус таран пулать. Ҫил ҫурҫӗртен тӳлек вӗрет. Атмосфера пусӑмӗ: 758 мм. Сывлӑшри нӳрӗк: 75 %. Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Show all...
5👍 3
Choose a Different Plan

Your current plan allows analytics for only 5 channels. To get more, please choose a different plan.